top of page

«Эпĕ чăваш пулнипе мухтанатăп»

(чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе хатĕрленĕ уяв сценарийĕ)

темăпа çырнă методика кăтартăвĕ

Ум сăмах

 

Чăвашсен ку тарана çити упраннă пуянлăхĕ

                                         тата тĕлĕнтермĕш вăл – чĕлхе, юрă, тĕрĕ.

И.Я.Яковлев.

     «Эпĕ чăваш пулнипе мухтанатăп» -  чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе хатĕрленĕ уяв сценарийĕ. Çак сценарине чăваш поэчĕсен сăввисене, чăваш халăх юррисемпе вăййисене, ваттисен сăмахĕсене, чăваш чĕлхи çинчен паллă çынсем каланă сăмахсене кĕртнĕ. Вĕренÿпе воспитани ĕçĕнче этнопедагогикăпа усă курни ачасен ăс – тăнĕнче нацилĕх туйăмне ăталанма май парать.

        Ку уява , «Чăваш Республикин Елчĕк районĕнчи  Кивĕ Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул» çумĕнчи  шкул ӱсĕмне çитмен  «Шевле» ушкăна çÿрекен аслă çулхи  ачасем валли, чăваш чĕлхипе литературине, чăваш халăх культурине сăвăсемпе юрăсем, паттăр çынсен пархатарлă ĕçĕ – хĕлĕ урлă, чĕлхе илемĕпе пуянлăхне туйса тăван чĕлхене юратса вĕренме хавхалантарас  тĕллевпе хатĕрленĕ. Уява ирттернĕ чухне информаципе хутшăну, сывлăха упракан, ушкăнпа хутшăнса ĕçлеме хăнăхтаракан технологисемпе усă курнă.

          Уяв шухăшĕ витĕмлĕрех пултăр тесе, Илемпипе Сарпике сăнарĕсемпе тата  вĕсен сăмахĕсемпе, компьютерпа, темăпа хатĕрленĕ слайд – кадрсемпе, чăваш кĕнекисен пуххин куравĕпе, илемлĕ вулав мелĕсемпе усă курнă. Маларах ачасемпе чăваш сăввисемпе – юррисене, вăййисемпе – ташшисене пăхмасăр вĕреннĕ, ваттисен сăмахĕсемпе  каларăшсен пĕлтерешĕсене тишкернĕ,  тум - тирĕсене хатĕрленĕ.

        Çак уява  тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи тесе шутлакансем валли чăваш чĕлхипе çырнă. Ку сценарипе воспитательсем, студентсемпе кĕçĕн классенче вĕрентекенсем усă курма пултараççĕ.

Уяв юхăмĕ.

(Икĕ ача çĕр чăмăрне çавăраççĕ,  калаçса тăраççĕ.)

1 – мĕш ача.

Камсем эпир? Мĕнле йăхран?

 Мĕнле анне пире савса çуратнă?

2-мĕш ача.

Мĕнле атте ура çине тăратнă?

Мĕнле çĕр парнеленĕ хăйĕн çăкăрне?

Илемпи:     

 Анлă Атăл юхан - шыв  хĕрринче Чăваш çĕр - шывĕ вырнаçнă.  Кунта чăваш халăхĕ пурăнать. Çак халăх хăйĕн кăсăкла кун-çулĕпе, хăйĕн йăлисемпе, хăйне евĕрлĕ культурипе пуян. Хăйĕн ĕçченлĕхĕпе тата пултаруллăхĕпе чăваш халăхĕ тĕрлĕ енлĕ  çитенÿсем тунă.

Çыннăн хисепĕ – унăн ырă ĕçĕ.

(Презентаци слайчĕ çинче  И.Я.Яковлев сăнĕ тухать)

3 –мĕш ача:

Çын вăй – халне вăл çирĕп шаннă,

Пире вăл чĕннĕ çуттала,

Ăна Ульянов асăрханă,

Савса ал панă тăванла.

 Вĕсем пĕрле тăрса çул хывнă

Ыр ĕмĕтпе – малашлăха.

Пĕрле çекленĕ туслăха.

Сарпике:

Çак сăвă йĕркисене чăвашсен паттăр ывăлне халалланă.

Чăвашсене çутта кăларакан сумлă та чаплă педагогăн,  Иван Яковлевич Яковлевăн ятне Чăваш енре çеç мар, Раççейре те, ун тулашĕнче те пĕлеççĕ.  Вăл чăваш алфавитне йĕркеленĕ, «Чăваш букварĕ» пичетлесе кăларнă, ачасем валли калавсем çырнă.

Илемпи:   

Чăваш чĕлхи çинчен каланă хăватлă сăмахĕсем тĕрĕс те витĕмлĕ: «Халăхăн ăс-тăнĕпе унăн пĕтĕм тĕнче курăмне тăван чĕлхе чун парать. Тăван чĕлхесĕр чăн – чăн пĕлÿ çук. Тăван халăх чĕлхине пĕлмен çын мĕскĕн, манми телейсĕр, пĕлес темени – айван, юратманни – юлхава тивĕç, тăван чĕлхене вĕренес темени - пÿтсĕр.»  [ 4 ]

«Пирĕн çĕр – шывра » юрă шăранать.

Сарпике:

Хамăрăн тăван чĕлхене пĕлмесĕр ытти чĕлхесене тĕплĕн вĕренейместпĕр, тăван чĕлхене ăнланмасăр ют чĕлхесене ăнланаймастпăр.            

Илемпи:         

Пирĕн чăваш çĕр – шывĕнче çĕр пин сăмах, çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ, çĕр пин сăвă. Пирĕн чĕлхе илемлĕ, янравлă те пуян, çепĕç те хăватлă .

4 – мĕш ача.

Ман çĕр – шыв  - çĕр пин юрă çĕр – шывĕ,

Калать вăл çĕр пин сăмахпа.

Ун çĕр пин тĕррине эс куç хывăн

Чи телейлĕ, таса туйăмпа. (В.Шемекеев)

5 – мĕш ача:

Савăнатăп эп чăваш пулнишĕн,

Тăпăл – тăпăл тăпăлкка ташшишĕн,

Асамат кĕперĕ пек тĕрришĕн.

 Савăнатăп эп чăваш пулнишĕн. (Е.Николаева)

Сарпике: 

« Итлĕр – ха халăх юррисене, юптарса каланисене, юмахсене, итлĕр – ха вĕсем калаçнине, вĕсем вут чĕлхеллĕ, çиçĕм пек, хăватлă, хăвăрах тĕлĕнсе хытса кайăр. Чăваш калаçни – тĕрĕс, чăваш пуплени – тÿрĕ, унăн сăмахĕ – вирлĕ, унăн чĕлхи – илемлĕ.» (Тимухха Хĕветĕрĕ) [ 4 ]

 «Илемлĕ» юрă шăранать. (Чăваш кĕпи тăхăннă ачасем карталанса çаврăнаççĕ, юрлаççĕ)

Илемпи: 

«Чăваш чĕлхи вăл пĕр-пĕр япала, халăхăн пултаруллă шухăшĕ - ĕмĕрсем тăршшĕнче тунăскер… Эпĕ чĕлхери кашни сăмаха ăнланса илме, кашни йăлан ĕненĕвĕн ăшлăхне тишкерме пикентĕм. Халăхăн хăй евĕрлĕ шухăшĕсене, сайра хутра хăйсенче тарăн ăнкартăш (смысл) пытарса тăракансене, пит хисеплĕ паха япаласем пек пуçтартăм…» (Н.И.Ашмарин) [ 4 ]

Сарпике:

 Чăвашсем авалтанах ваттисене хисепленĕ. Вĕсем каланине тĕпе хунă. Паянхи кун чăваш чĕлхинче ваттисен сăмахĕсем нумай. Вĕсем  - чĕлхе пуянлăхĕ. Ачасем, мĕнле ăнланатăр эсир çак ваттисен сăмахĕсене?

 Чăн сăмахăн суйи çук.

Пĕлекен çын паттăр пулнă.

Ĕçе пуçăнсан вĕçне çитер.

Илеме кура хакĕ.

Амăрткайăк шăши тытмасть.

Пĕлĕтре вĕçме çунат кирлĕ, хисеп илме – ăс.

Пурăнас тесен кĕрешес пулать [ 3 ]

6 –мĕш ача.

Чăвашла вăрман та чăвашла кашлать, 

Шăпчăк та юрлать кунта, ав, чăвашла.

Сассăм пин чĕлхеллĕ халăх хушшинче

Янăрать сăпайлăн, уççăн, чăвашла.  (Любовь Мартьянова)

7 –мĕш ача.

Эп – чăваш ачи, саватăп

Чĕвĕл – чĕвĕл чĕлхене.

 Юратап сăвва – юрра та,

 Купăса та кĕслене.

Юрататăп вуламашкăн

Чăвашла та вырăсла.

Ик чĕлхе вăл – ик ăс маншăн,

Эп пулатăп ик ăслах! (Петĕр Хусанкай)

8 –мĕш ача.

Чăвашла вăрман та чăвашла кашлать, 

Шăпчăк та юрлать кунта, ав, чăвашла.

Пин чĕлхеллĕ халăх хушшинче

Калаçса çÿретĕп эпĕ чăвашла. (Любовь Мартьянова)

(Презентаци слайчĕ çинче  А.Г.Николаев сăнĕ тухать)

Илемпи:

  Чăваш халахĕ - улăп йăхĕнчен пулни тÿрех паллă. Улăпсем ĕçчен,  хăюллă та патвар, çирĕп кăмăллă, мал ĕметлĕ, тÿсĕмлĕ, ăслă – тăнлă пулнă.  Пирĕн ентешĕмĕр те, Андриян Григорьевич Николаев, çăлтăрсем патне çитме пултарнă. Вăл - 3 – мĕш космонавт. Пирĕн ентеш,  тĕнче уçлăхне икĕ хутчен хăпарса, тăван çĕр – шыв, чăваш халăхĕн чапне ĕмĕрлĕхе çĕклерĕ.

9–мĕш ача.

Чăваш çĕр - шывĕнче уявлă сас:

«Тĕнче уçлăхĕнче ентешĕмĕр!»
           Ăçта кунта пуш кăмăлпа тăрас?

Ак ăçталла эпир çĕклентĕмĕр? (Николай Теветкел) [ 5 ]

 «Чăваш ачи » юрă шăранать.

Чăваш ачи чăвашах, чăвашах

Чунĕ ĕçре яланах, яланах.

Пĕр çул хушши сăпкара,сăпкара,

Ачашланса çитĕнет, çитĕнет.

Ик çул хушши сăпкара, сăпкара,

Ирĕкленсе çитĕнет, çитĕнет.

Виçĕ çула çитсессĕн, çитсессĕн,

Витре тытма вĕренет, вĕренет.

Тăват çула çитсессĕн, çитсессĕн,

Тукмак тытма вĕренет, вĕренет.

Пилĕк çула çитсессĕн, çитсессĕн,

 Пилĕк авма тытăнать, тытăнать.

 Ултă çула çитсессĕн, çитсессĕн,

 Уя тухса вĕçтерет, вĕçтерет.

 Чăваш ачи чăвашах, чăвашах,

 Чунĕ ĕçре яланах, яланах.

 Çичĕ çула çитсессĕн, çитсессĕн,

 Шкулалла вăл вĕçтерет, вĕçтерет.

Сарпике:

Атте – анне пиллесе панă чĕлхе – пирĕн тăван чĕлхемĕр.  Пурнăçра пирĕн пĕр анне, пĕр тăван чĕлхе. Чĕлхе пĕтсен - халăх пĕтет, халăх пĕтсен  - çĕр – шыв пĕтет. Эппин тăван чĕлхе вăл пирĕн  тăван çĕр - шыв, юратнă тăван ял, эпир ÿснĕ кил-çурт, ача чухне сиктернĕ сăпка ... Чĕлхене упраса хăварасси пирĕн тивĕç.

10–мĕш ача.

 Кам тăван чĕлхене юратмасть,

 Вăл тăван амăшне юратмасть.

 Кам тăван амăшне юратмасть,

 Вăл тăван халăхне юратмасть.

 Кам тăван халăхне юратмасть,

 Вăл тăван çĕр – шывне юратмасть. (Петĕр Эйзин)

1 –мĕш ача.

Ытарайми тăван чĕлхемĕр,

           Сана манмастпăр ĕмĕрне.

Çухатас çук атте-аннемĕр

Пире пилленĕ парнене. (Ваçлей Давыдов - Анатри)               

2 –мĕш ача.

Чăвашăмсем! Сире телей сунатăп,

Ан сивĕнĕр тăван чĕлхемĕртен.

 Мансан – чĕлхесĕр янавар пулатпăр.

 Чĕлхе пулсан – пĕтместпĕр ĕмĕрте! (Раиса Сарпи)                      

3–мĕш ача.

 Тăван чĕлхе пурри савăнтарать,

Çуралнă вырăна астутарать.

 Хăв халăхна хисеп тума хушать,

 Çĕр – шывшăн тăрăшма вăй – хал парать. (А.Савельев - Сас)

«Ылтăн хапхалла» вăйă.

Вăйă пуçĕсене икĕ çын суйлаççе. Вĕсем хире – хирĕç тăрса аллисене çӱлелле çĕклеççĕ – хапха тăвасçĕ. Вылякансем алран ал çавтăнса витĕр тухса юрласа пыраççĕ:

Çакă ылтăн хапхаран эсир тухас çук ялан,

Перремĕш хут кăларать, иккĕмĕш – тытса чарать.

Виççĕмĕшĕнче вара хупса хурĕ алăка. Юлашки сăмахсене юрланă чух хапха хупăнать. Кам умĕнче хапха хупăнать, çавă вăйă пуçесене хăйĕн пер япалине (хăю, тутăр) парать. Япаласем пуçтарăнса кайсан вăйă пуçĕсем пĕр – пĕрин  патне çурăмпа тăраççĕ. Пĕри: «Çак япала хуçине мĕн тутаратпăр?» - тет, тепри тĕрлĕрен ĕç хушать: юрламалла, ташламалла т.ыт.те. Япала хуçи хушнине пурнăçламалла. [ 2 ]

(Икĕ ача çĕр чăмăрне çавăраççĕ,  калаçса тăраççĕ.)

4-мĕш ача.

Чăвашсемех эпир, ырă çынсем эпир.

Чăваш анне пире савса çуратнă.

5-мĕш ача.

Чăваш атте ура çине тăратнă.

Чăваш çĕрĕ парнеленĕ хăйĕн çăкăрне. (В.Станьял)

 

 

Пĕтĕмлетÿ

 

Çак уява «Чăваш Республикин Елчĕк районĕнчи  Кивĕ Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлӱ паракан шкул» çумĕнчи  шкул ӱсĕмне çитмен  «Шевле» ушкăна çӱрекен аслă çулхи  ачасемпе чăваш чĕлхи кунĕнче ирттернĕ.

Уяв савăнăçлă, ăнăçлă иртрĕ. Хĕр – ачасем юрăсемпе ташăсемшĕн хĕпĕртерĕç, арçын ачасем – вăйăшăн. Тепре çак сценарипе усă курмалла пулсан, эпĕ ачасен туртăмĕсене шута илсе асăннă майсемпе  ытларах кĕртнĕ пулăттăм.

 Палăртнă тĕллевсем пурнăçланчĕç тесе шутлатăп.

Усă курнă литература

  1. Ачасене шкулччен вĕрентмелли программа/Л.В.Кузнецова т.ыт. – Шупашкар. Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн издательстви, 2009. – 367 с.

  2. Махалова И.В., Николаева Е.И. Воспитание здорового на традициях чувашского народа: Учебно – методическое пособие. – Чебоксары, 2003.

  3. Пĕчĕккисен кĕнеки: Хрестомати/ Т.В.Артемьева, Г.Ф.Трофимов пухса хатĕрленĕ. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2006. - 319 с.

  4. Ялав. – 1976. - №8. – С.24.  - http://nasledie.nbchr.ru/nasledie/yazyk/vyskazyvanija-o-chuvashskom-jazyke/

  5. Хыпар. – 2003. – 12 ака. Теветкел Н. Тĕнче уçлăхĕнче чăваш сасси. - http://www.lib.cap.ru/nikolaev/poetry7.htm

bottom of page